Канашра хула пуҫлӑхне суйланӑ. Ку пукана Виталий Михайлов йышӑннӑ. Вӑл ку тивӗҫӗ ӗнертенпе, раштавӑн 12-мӗшӗнченпе, пурнӑҫлать.
Виталий Михайлов – 47 ҫулта. Вӑл 2017 ҫулхи раштав уйӑхӗнченпе Канаш хулин администрацине ертсе пынӑ.
Сӑмах май, кӗҫех Шупашкар тата Ҫӗнӗ Шупашкар пуҫлӑхӗсене суйлӗҫ. Шупашкарта конкурс – раштавӑн 18-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта раштавӑн 26-мӗшӗнче иртӗ.
ЧР цифра министрӗн халӗ икӗ ҫумӗ те пур. Пушаннӑ вакансие Алина Федорова йышӑннӑ. Вӑл МИХсемпе ӗҫлӗ.
Вӑл унччен «Чӑваш Ен» ПТРКра ӗҫленӗ, Наци телерадиокомпанийӗ уҫӑлсан унта куҫнӑ. Пӗр хушӑ Нефтеюганскри телекурава ертсе пынӑ. Темиҫе ҫул каялла вара Чӑваш Ене таврӑннӑ та Наци телерадиокомпанийӗн директорӗн ҫумӗ пулнӑ. Юлашкинчен К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх драма театрӗнче тӗп администраторта ӗҫленӗ.
Аса илтерер: цифра министрӗн ҫумӗ пулнӑ Анна Иванова ӗҫрен чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче кайнӑ. Халӗ Михаил Степанов министрӑн икӗ ҫум: Екатерина Грабко тата Алина Федорова.
ЧР транспорт министрӗн ҫумне Максим Петрова ӗнер ӗҫрен кӑларни пирки пӗлтернӗччӗ. Халӗ вара вӑл урӑх должноҫе йышӑннӑ. Максим Петров – транспорт министрӗ.
Вӑл транспорт министрӗ пулнӑ Владимир Осипов ӗҫрен кайсан унӑн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ. Унччен вӑл унӑн ҫумӗ пулнӑ.
Максим Петров 2020 ҫулхи юпа уйӑхӗччен автомобиль ҫулӗсен аталанӑвӗн пайӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ. Министр ҫумӗнче 3 ҫул ӗҫленӗ.
Чӑваш Енӗн Правительствинче черетлӗ кадр улшӑнӑвӗ пулса иртнӗ. Ӗнер, раштав уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, республикӑн транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗн ҫумне Максим Петрова ӗҫрен кӑларнӑ.
Хушӑва респуюлика ертӳҫи Олег Николаев алӑ пуснӑ. Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ӗнер вырнаҫтарнӑ.
Чӑваш Енӗн транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗн ҫумӗ пулса Максим Петров 2020 ҫулхи юпа уйӑхӗнченпе ӗҫленӗ.
Шӑмӑршӑ муниципалитет округӗнче ҫӗнӗ пуҫлӑха суйланӑ. Вӑл – 50 ҫулти Сергей Галкин. Сергей Авенирович унччен район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ, территорисене хӑтлӑх кӗртес тата аталантарас енӗпе ӗҫлекен пай пуҫлӑхӗ пулнӑ.
Конкурса виҫӗ кандидат хутшаннӑ: Сергей Галкин, Юрий Ильин тата Вячеслав Яковлев. Конкурс хыҫҫӑн Вячеслав Яковлев хӑйӗн кандидатурине илнӗ. Депутатсем икӗ ҫынран пӗрне суйланӑ. Уҫӑ сасӑлавра 16 депутатран 15-шӗ (пӗри сасӑлама тӑхтаса тӑнӑ) Сергей Галкина суйланӑ.
Чӑваш кӗнеке издательстви кӗнеке тата канцеляри таварне маркетплейссем урлӑ сутасшӑн. Ҫавна май специалиста ӗҫе илесшӗн.
Маркетплейссем урлӑ «Книжные новинки» лавккасенче сутакан кӗнекесене, канцелярие тата ытти тавара сутасшӑн.
Маркетплейссенчен малтанласа OZON лаптӑка суйласа илнӗ. Пӗлтерӳре палӑртнӑ тӑрӑх, малтанхи ҫур ҫуллӑха, ҫулталӑка. Кайран ытти маркетплейспа та ӗҫлес кӑмӑл пуррине пытарман.
Ҫӗмӗрле муниципаллӑ округӗн пуҫлӑхне суйланӑ. Ку тивӗҫе Дмитрий Головина шаннӑ. Унччен вӑл пуҫлӑх тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫланӑ.
Конкурса 4 ҫын хутшӑннӑ. Комисси вӗсенчен иккӗшне ырланӑ. Ҫав икӗ ҫынран суйланӑ та. Дмиирий Головин ҫӗнтернӗ.
Дмитрий Иванович 1974 ҫулта Ҫӗмӗрлере ҫуралнӑ. Ку должноҫе йышӑниччен вӑл Ҫӗмӗрле район администрацийӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулнӑ.
Аса илтерер: юпа уйӑхӗнче 65 ҫул тултарнӑ Лев Рафинов хӑйӗн ирӗкӗпе ӗҫрен кайнӑ. Пӗлтӗр ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Борис Марковцов халӗ министр тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан мар. Виҫӗ уйӑх ҫурӑран ӑна промышленноҫ министрӗ пулма ҫирӗплетнӗ. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ӗнер алӑ пуснӑ.
Борис Васильевич 1978 ҫулта Владивостокра ҫуралнӑ. 2016-2021 ҫулсенче РФ Промышленноҫ министерствинче ӗҫленӗ, кайран - ЧР промышленноҫ министрӗн ҫумӗнче. Кӑҫалхи нарӑсӑн 22-мӗшӗнче промышленноҫ министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулса тӑнӑ.
Аса илтерер: унччен ЧР промышленноҫ министрӗ Александр Кондратьев пулнӑ. Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче вӑл ӗҫрен кайнӑ.
Вӑрмар районӗн (халӗ района муниципаллӑ округ теҫҫӗ) прокурорӗ пулма юстицин кӗҫӗн советникне Александр Левыя ҫирӗплетнӗ.
Александр Леонардович 1991 ҫулта Елчӗк тӑрӑхӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх университетӗнчи юридици факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн 2016 ҫулта ӑна Йӗпреҫ районӗнчи прокурор пулӑшуҫине ӗҫе илнӗ. Ун хыҫҫӑн вӑл тӗрлӗ ҫӗрте прокуратура тытӑмӗнче тӑрӑшнӑ. 2021 ҫулта ӑна Етӗрне районӗн прокурорӗн ҫумӗ пулма ҫирӗплетнӗ.
Чӑваш Енӗн Конкурентлӑ политика тата тариф патшалӑх службин ертӳҫине Надежда Колебановӑна ӗҫрен кӑларнине эпир пӗлтернӗччӗ.
Ӗнертенпе, чӳк уйӑхӗн 22-мӗшӗнченпе, асӑннӑ ведомствӑна ертсе пыма Алина Елисеевӑна шаннӑ. Вӑхӑтлӑха. Ҫӗнӗ ертӳҫӗне ҫирӗплетиччен. Вӑл хӗрарӑм ҫав савӑнта
Хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |